Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сутӑнчӑк ӗҫӗ (Кӗмел Кӗпер)

Ылхан, хура ылхан сана,
Тусна эс сутрӑн тӑшмана.
«Туссемпе тӑшмансем» кӗнекерен.


Уйӑх ытла ӗнтӗ монголсем Пӳлер хули тавра тӑраҫҫӗ. Тем те туса пӑхрӗҫ ӗнтӗ вӗсем, анчах хулана сыхлакансем парӑнасси пирки шухӑшламаҫҫӗ те. Монголсен темиҫе таманне ним юлми пӗтерчӗҫ ӗнтӗ вӗсем. Батый хӑйӗн ҫарпуҫӗсене, пӑлхарсене тапӑннӑ вӑхӑтра кирлӗ пек ҫапӑҫаймарӗҫ тесе, пуҫӗҫене те касма хушрӗ. Анчах та ку та пулӑшмарӗ. Тупата, хӑй ҫумӗнче пӑлхарсене вилес пек кураймап Супетей пулман пулсан, Батый хӑй ҫарӗсене ҫак парӑнман хула патӗнчен пӑрахса каялла кайма та хушатчӗ пулӗ.
— Ним юлми ҫунтарса яратпӑр. Ҫӗрпе танлаштаратпӑр! — вӗҫӗмсӗр ылханчӗ те ылханчӗ пӳлерсене Супетей.
Пӗррехинче, хӑй юрттинче никама кӗртмесӗр чылайччен ларнӑ хыҫҫӑн, Батый ури ҫине сиксе тӑчӗ те халех шыраса тупса Супетее чӗнсе килме хушрӗ.
Тепӗр темиҫе самантрах Супетей аслӑ хан патне ҫитрӗ.
— Ватӑ тилӗ, — йӑпӑлтатнӑн каларӗ Батый ҫарпуҫне, — уҫӑ ҫапӑҫура пӑлхарсене ҫӗнтерме йывӑр. Атя-ха, пӗр-пӗр чееленмелли япала шыраса тупар мар-и?
— Ун пирки эпӗ те шухӑшланӑ-ха, — терӗ тӳрех Супетей. — Пур-ха унта пӗр шухӑшласа хунӑ япала. Эсӗ ирӗк парсассӑн, ҫак чеелехпе усӑ куратпӑр.
— Атя, кала, — хушрӗ Батый.
* * * <<
Аслӑ хан патӗнчен тухсанах Супетей хӑй патне Парӑҫ-Пӑрӑнтая тупса пама хушрӗ.
Парӑҫ-Пӑрӑнтай пӗлет: Супетее кӗттерме юрамасть. Чӗннӗ пулсан, тӳрех, ним тӑхтаса тӑмасӑрах ун патне ҫитмелле.
Акӑ, сутӑнчак пӑлхар мӑрси ватӑ тилӗ умӗнче тӑрать.
— Пӗр-пӗр шанчӑклӑ ҫын пур-и санӑн? — тӳрех ыйтрӗ Супетей. Мана пӑлхар ҫынни кирлӗ... Чееленме пӗлекен.
— Ун пеккисем пур-ха. Анчах мӗн тумалла унӑн?
— Монголсем патне тыткӑна лекнӗ пек, кайран пӑлхарсем патне тарса кайнӑ пек тумалла!
Ку сӑмахсене илтсенех Парӑҫ-Пӑрӑнтай тӳрех Капета аса илчӗ. Унран чеерех те маттуртарах ҫын урӑх тупас та ҫук. Шывра та путман, ҫӗрте те ҫӗрмен ҫын!... Ылттӑнпике хирӗҫ кавар тунӑ чухне те хӑйне упраса хӑварма пултарнӑ. Парӑҫ-Пӑрӑнтай монголсем патӗнче тертленсе пурӑннӑ чухне вӑл чиперех Шуҫӑм шывӗ хӗрринчи темле яла тарса кайнӑ та унта пӗр хӗрарӑм патне киле кӗнӗ, унта шӑхӑрса кӑна пурӑннӑ... Кайран, монголсем Пӳлер хулине ҫавӑрса илсессӗн, хӑй хуҫипе Парӑҫ-Пӑрӑнтая шыраса кунта килнӗ.
Парӑҫ-Пӑрӑнтай вара Супетее Капет ҫинчен каласа пачӗ.
— Маттур! — савӑнса кайрӗ Супетей. — Мана шӑп та лӑп ҫавӑн пек ҫын кирлӗ! Атя, чӗнсе кил ӑна ман пата...>> * * * <<
Хӑй умӗнче тӑракан Капет ҫине Супетей пӗртен-пӗр куракан куҫӗпе чылайччен сӑнаса пӑхрӗ.
— Сана шанма пулать, — терӗ юлашкинчен. — Эппин, итле... Пӳлерӗн Мальен хапхине пӑлхарсен икӗ таманӗ сыхлать. Вӗсене питӗ ҫамрӑк ҫарпуҫӗ Упи-паттӑр ертсе пырать. Ҫарпуҫӗ чӑнах та паттӑр, анчах питӗ ҫамрӑк. Ултав мӗскер иккенне кирлӗ таранах пӗлеймест-ха. Ҫавӑнпа усӑ курса, эпир ӑна улталатпӑр та унӑн икӗ таманне те ним юлми пӗтеретпӗр.
— Мӗнле улталатпӑр? — чӑтӑмссӑррӑн ыйтрӗ Капет.
— Ҫавӑн пирки калаҫма чӗнтӗм те ӗнтӗ сана, — терӗ Супетей. — Атя, тимлӗ итле эпӗ каланине... Мӗнле чӗнеҫҫӗ терӗн-ха эсӗ хӑвна?.. Капет-и?.. Ку ята пӑлхарсем илтнӗ пулӗ... Ҫавӑнпа паянтан пуҫласа эсӗ Капет мар, эсӗ Чинтӑк пулатӑн. Ӑнлантӑн-и?..
Монголсен чаплӑ ҫарпуҫӗ каланине пӗтӗмпех кирлӗ пек ӑнлантам тесе, Капет ҫӗре ҫитиех пуҫне тайрӗ те:
— Питӗ лайӑх ӑнлантӑм, никам ҫӗнейми Супетей! — терӗ.>> * * * <<
Пӳлерӗн Мальен хапхине питӗ вӑйлӑ ҫирӗплетнӗ. Монголсем ҫак хапха витӗр хулана кӗрсе каяс тесе темиҫе те тапӑнса пӑхрӗҫ. Упи-паттӑр таманӗсем вӗсене ним те мар ҫӗмӗре-ҫӗмӗре тӑкрӗҫ. Юлашки вӑхӑтра монголсем тапӑнма та пӑрахрӗҫ. Пӑлхарсем вара вӗсем пӑрахса каймаҫҫӗ-ши тесе те шутлама тытӑнчӗҫ, ӗнтӗ. Ҫакӑн пек кунсенчен пӗринче, каҫ пулттипе, Мальен хапхи патне монголсем патӗнчен пӗр пӑлхар ҫынни тарса килчӗ. Чинтӑк ятлӑскер. Ҫак Чинтӑк Упи-паттӑра тӗлӗнмелле хыпар пӗлтерчӗ. Монголсем аптранӑ енпе Пӳлере илессе ӗненме пӑрахнӑ иккен. Вӗсем текӗрчӗ-текӗрчӗпе хула патӗнчен пӑрахса каяҫҫӗ. Хула ҫумне юлнӑ текӗрчӗсем вара иртен пуҫласа каҫчен ӗҫеҫҫӗ, пӗр-пӗринпе ҫапӑҫаҫҫӗ. Вӗсене систермесӗр тапансан ҫӗмӗрсе тӑкма пулать.
Упи-паттӑр малтанласа ку сӑмахсене ӗненсех те ҫитмерӗ. Ҫапах та юлашкинчен Чинтӑк каланине тӗрӗслесе пӑхас терӗ. Вара ҫӗр айӗнчи ҫулсемпе Чинтӑкпа пӗрле хула тулашне хӑйӗн куҫ-хӑлхисене кӑларса ячӗ.
Ҫӗр айӗпе кайса-килнӗ куҫ-хӑлхасем Чинтӑк калани тӗрӗссипе, монголсен виҫӗ таманӗ, хулана илеймессине пӗлсе анӑҫалла кайнине, кунта юлнӑ текӗрчӗсем ӳсӗррине пӗлтерчӗҫ. Эппин, систермесӗр тапӑнса, монголсен ӳсӗр текӗрчӗсене ним юлми пӗтерме, кайран анӑҫалла кайнисене те тӗп тума, тӑван ҫӗршыва тискер тӑшманран пӗтӗмпех тасатма пулать.
Ҫак шухӑша Упи-паттӑр патшана каласа парас терӗ.
— Куҫ-хӑлхусем шанчӑклӑ-и? — тӳрех ыйтрӗ Ылттӑнпик.
— Шанчӑклӑ, — ҫирӗппӗн каларӗ Упи-паттӑр. — Вӗсем каланине ӗненетӗп эпӗ.
— Чинтӑк текенни мӗнле ҫын вара?
— Пӑлхарах. Шуратӑл патӗнчех тыткӑна лекнӗ. Эпӗ ӑна мар, ытларах хамӑн куҫ-хӑлхасем каланине шанатӑп.
— Атя, эппин, вӗсемпе те, Чинтӑкпа та калаҫар, — терӗ патша. — Вара хам шухӑша калӑп.>> * * * <<
Сӗнтӗрте тӑракан эккелсем тӑшман тапаре майӗпен-майӗпен лӑпланнине, кӑвайтсене сӳнтернине пӗлтерчӗҫ. Эппин, ҫула тухма та юрать.
Тӑмана сасси эккелсене ура ҫине тӑратрӗ, ӳхӗ сасси вӗсене ут утланма хушрӗ.
Автан авӑтса ярсанах Мальен хапхи икӗ еннелле уҫӑлса кайрӗ, хӑпартнӑ кӗпер ним сассӑр хӑй йӑвине-калапа анса выртрӗ. Пип-пин ут ури сасси илтӗнсе кайрӗ.
Упи-паттӑр ертсе пыракан тамансем паттӑрлӑх ҫулӗ ҫине тухрӗҫ.
  • * *

Хула енчен пин-пин ура сасси илтӗнсенех Супетей хӑй ӗмӗтленни, пӑлхарсене улталас тени ҫитнине ӑнланчӗ. Антив, кунта, хула ҫумӗнче тӑракан тутарсен ӳсӗр текӗрчӗсем пӗтчӗр. Пӗрре те шел мар. Супетей вара пӑлхарсен вунвиҫӗ ҫул каярах кӑтартнӑ инкекшӗн тавӑрать.
Аялта, хула айлӑмӗнче ҫапӑҫу пынине, пин-пин тутар унта пуҫ хунине Супетей сӑрт тӳпинчен сӑнаса тӑчӗ. Ҫапӑҫу шавӗ аякка та аякка кайса пычӗ: ним йӗркесӗр тарма тытӑннӑ тутарсене пӑлхарсем хӑпартлансах хӑвалама тытӑнчӗҫ.
— Вӑхӑт ҫитрӗ! — пӑшӑлтатса илчӗ Супетей. Ҫапах та аламанӗсем ӑна илтрӗҫ. Ҫавӑнтах пин-пин юланут, сӑрт ҫинчен анса, тутарсене хӑвалакан пӑлхарсен хыҫне, вӗсен таврӑнас ҫулне пӳлсе, пӗрме хушшипе пуҫтарӑна пуҫларӗ.
— Юртӑпа, майӗпен! — каллех пӑшӑлтатса каларӗ Супетей.
Унӑн пӗтем ҫарӗ тутарсене хӑваласа хуларан аякка та аякка кайса пыракан пӑлхарсен таманӗсем хыҫҫӑн ним шӑв-шавсӑр пычӗ.>> * * * <<
Тутарсем тарма тытӑннине, пӑлхар таманӗсем вӗсене хыҫалтан хӑвалама тытӑнине пӗлсен, Ылттӑнпик кӑштах лӑпланчӗ.
"Улталамарӗ апла Чинтӑк, — терӗ. — Анчах мӗшнӗн куҫӗсем ҫапла тӗлсӗр-палсӑр-ха унӑн, ҫын ҫине тӳррӗн пӑхаймаҫҫӗ."
Ҫавӑн тупсӑмне патша тупаймарӗ.>> * * * <<
Тутарсене хӑваласа, пӑлхарсен таманӗсем вӑтӑр ҫухрӑма яхӑн кайрӗҫ. Хӗҫ пек вӑрӑм, ҫула пӳлсе тӑсӑлакан сӑрт урлӑ каҫнӑ хыҫҫӑн Уни-паттӑр хӑй умӗнче пӗр тӑшман та юлманнине курчӗ.
— Пысӑк ӗҫ турӑмӑр, — терӗ вӑл хӑй хыҫҫӑнах пыракан юнташӗсене. — Пӳлер тӑрӑхне тӑшмантан пӗтӗмпех тасатрӑмӑр. Элтепере пӗлтерес пулать. Хыпарҫӑ ямалла!..
Ҫав вӑхӑтра малта, ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнӗ тӗлте, хура вӑрман куранса кайрӗ. Анчах та мӗн ку? Хура вӑрман вырӑнтан вырӑна куҫать...
— Монгллсем! — терӗ Упи-паттӑртан маларах пыракан эккел, утне хыҫалалла ҫавӑрса. — Монголсем килеҫҫӗ!..
— Пулма пултараймасть! — утне маларах васкатрӗ Упи-паттӑр. Сӑнасарах пӑхрӗ те тӗлӗнсе кӑшкӑрса ячӗ: — Чӑнах та!.. Ӑҫтан тупанчӗҫ пулать-ха вара вӗсем?
Ҫав вӑхӑтра тата хула енчен виҫӗ юланут сиктерсе килни курӑнче.
— Монголсем! — кӑшкӑрса ячӗ маларах пыраканни. — Питӗ нумӑйӑн. Икӗ таман. Вӗсене Супетей хӑй ертсе пырать.
— Супетей? — тӗлӗнчӗ Упи-паттӑр. Тӑшман таманӗсем хула енчен те килсе тухнинчен мар, хӑрах куҫлӑ ҫарпуҫӗ кунта пулнинчен ытларах телӗнчӗ Упи-паттӑр. — Ара, Супетей Атӑл еннелле кайнӑ тесе каларӗ-ҫке Чинтӑк!.. Ӑҫта вӑл хай? Эй, тупӑр халех Чинтӑка!.. Сывӑ-и, вилӗ-и — кунта сӗтӗрсе килнӗ пултӑр!...
— Чинтӑк ниҫта та ҫук, — терӗҫ теккерсем. — Каҫхи ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче ҫухалчӗ вӑл!...
— Текӗрчӗ ӑҫта?.. Ҫӗр ҫын ытлаччӗ унӑн!..
— Вӗсем те ҫук!..
Ҫав хушӑра мал енчен хура вӑрман пек килекен монголсен шучӗ ӳснӗҫемӗн ӳсе пычӗ.
"Сахалтан та виҫӗ таман кунта, — шухӑш вӗлтлетсе иртрӗ Упи-паттӑр пуҫӗнче. — Эппин, Чинтӑк — сутӑнчӑк... Ахальтен монголсем патӗнчен тарса килнӗ пек туман вӑл... Монголсемпе калаҫса татӑлса юри пире ҫак таппа лектерес тенӗ ӗнтӗ вӑл..."
Упи-паттӑр пуҫӗнче пӗр самантрах тем тӗрлӗ шухӑш вӗлтлетсе иртрӗ. Эппин, питӗ чее хӑтланчӗҫ тӑшмансем. Юриех ӗҫтерсе ӳсӗртнӗ тутарсен таманӗсене ҫӗмӗрсе тӑкма ирӗк пачӗҫ. Ҫав хушӑра вара пӑлхарсене хӑйсене икӗ енчен ҫӗнӗ вӑйсемпе хупӑрласа илчӗҫ. Хула енче — икӗ таман, мал енче — виҫӗ таман.
Пӑлхарсен икӗ таманне хирӗҫ монголсен пилӗк таманӗ. Чи хӑрушши вӗсем пӑлхарсене икӗ енчен хупӑрласа илни. Ку та хӑратмасть Упи-паттӑра. Пуринчен ытла хӑй те, элтепер те, сутӑнчӑка итлесе, ҫак таппа лекни кулянтарать. Ҫӑмӑллӑн парӑнас ҫук вӗсем тӑшмана. Тен, Хаяр пулӑшсан, тӑшман ункине татса та тухма пулӗ. Элтеперӗн чи маттур нукерӗсене кунта ӳкерсе хӑварма юрамасть. Вӗсем хулана хӳтӗленӗ ҫӗрте кирлӗ. Ку тамансем пӗтсессӗн, хулана хӳтӗлеме пултаракансем питӗ сахалӑн юлаҫҫӗ.
"Мал енче виҫе таман, кайра — иккӗ, — ҫиҫӗм пек шухӑш тепре вӗлтлетсе иртрӗ Упи-паттӑр пуҫӗнче. — Кунта тапӑ тупсӑмӗ пурах. Эпир каялла тапӑнса кӗрессе кӗтеҫҫӗ вӗсем. Эпир те вӗсене улталӑпӑр, малаллах кайӑпӑр."
Упи-паттӑр кавалҫӑна чӗнсе илчӗ те пӗтӗм ҫарне пуҫтарма хушрӗ.
Часах уй-уй урлӑ кавал сасси янӑраса кайрӗ:
Ту-тут! Ту-ту-ту-ут! Пуҫтарӑнӑр часрах! Пуҫтарӑнӑр ӗмпӳ тавра!..>> * * * <<
Монголсем чӑнласах та пӑлхар таманӗсем каялла хула еннелле каясса кӗтнӗ пулас. Ҫавӑнпа мал енчи моиголсем, йышпа пысӑкрах пулсассӑн та, ҫавраҫил пек тапӑнса килекен пӑлхарсене тытса чараймарӗҫ. Упи-паттӑр ҫарӗ, хӑй умне пулнӑ тӑшмана каса-каса, уҫӑ ҫеҫенхире сиктерсе тухрӗ. Аптраса ӳкнӗ тӑшмансем вӗсене хыҫалтан хавалама та пултараймарӗҫ.
Пӑлхарсен икӗ таманӗ сӑртлӑ-сӑртлӑ сарлака ҫеҫенхирте шыва путнӑ пек ҫухалчӗ.
Тухӑҫран хӗвел хӗрелсе тухать. Кӗркунне пулнине пӑхмасӑрах кӑнтӑр енчен ӑшӑ ҫил вӗрет. Ҫутҫанталӑк та пӑлхарсен паттӑр таманӗсем тӑшман ункинчен тухса хӑйсене валли ҫӑлӑнӑҫ тупнӑшӑн савӑнать тейӗн ҫав.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-09-16 18:06:33 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2585 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем